12:53 11 августа 2017 г.
Хисеплӗ спортсменсемпе тренерсем, спорт юхӑмӗн ветеранӗсем,
физкультурӑпа спорт тусӗсем тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем!
Спортпа сывлӑх уявӗпе – Физкультурник кунӗ ячӗпе чунтан саламланине йышӑнсамӑр!
Ҫак уяв профессионал спортсменсемпе тренерсене, физкультурӑпа спорт ӗҫченӗсене кӑна мар, сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан мӗнпур ҫыннах пӗрлештерет.
Чӑваш Республики ҫынсене спорт сооруженийӗсемпе тивӗҫтерес тата халӑха физкультурӑпа спорт ӗҫне тӑтӑшах хутшӑнтарас енӗпе Раҫҫейӗн малта пыракан вунӑ регионӗ йышне кӗрет. Юлашки вунӑҫулта регионти спорт инфратытӑмне 6 миллиард ытла укҫа-тенкӗ хывнӑ.
Чӑваш Енре ҫулсерен тӗрлӗ шайри 350 ытла ӑмӑрту иртет. Кӑҫал кӑна республика йывӑр атлетика, сӗтелҫи теннис, хӑвӑрт утас енӗпе ҫӗршыв чемпионачӗсене, парашют-атлетика тӗлӗшпе нумай енлӗ кӗрешӗвӗн, автомобиль спорчӗн Раҫҫей Кубокне, хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗ енӗпе тӗнче турнирне йышӑнать.
Эпир спорт ӑмӑртӑвӗсенче пирӗн республика чысне хӳтӗлекен спортсменсен ӑсталӑхӗпе, ҫирӗп тӗллевлӗхӗпе, чун ҫирӗплӗхӗпе тата чаплӑҫӗнтерӗвӗсемпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр.
Тренер-наставниксем тимлӗн, тӑрӑшса тата пӗлсе ӗҫленӗрен Чӑваш Енре ҫӗнӗ чемпионсем ҫуралсах тӑраҫҫӗ.
Пирӗн ентешсен спортри ҫитӗнӗвӗсем тӑван республикӑна май пур таран ытларах чапа кӑларччӑр. Физкультурӑпа тата спортпа туслашакан ҫынсен йышӗ нумайлантӑр, халӑх сывлӑхӗ вара ҫулсерен ҫирӗпленсе пытӑр!
Профессионал спортсменсене тата спорта юратакансене пурне те иксӗлми вӑй-хал, хӑвӑр вӑйӑра шанма, ҫутӑҫитӗнӳсемпе ҫӗнӗҫӗнтерӳсем сунатӑп!
Бюджетное учреждение Чувашской Республики дополнительного образования "Спортивная школа олимпийского резерва №1 имени олимпийской чемпионки В. Егоровой"
Первоисточник: http://gov.cap.ru/Info.aspx?type=main&id=3636326&gov_id=20